Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем шкул пӗтерсенех вӑтам е аслӑ пӗлӳ паракан учрежденийӗсенче алла пӗр-пӗр професси илес тӗллевпе хуласене тухса каяҫҫӗ, диплом илсен вара нумайӑшӗ ӗҫ тупса ҫавӑнтах юлаҫҫӗ. Ҫамрӑксем тӑван ялсенех тавранччӗр тесе мӗн тумала-ши?
Ҫак ыйтӑва Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпӗҫ ял ҫыннисем хӑйне майлӑ татса парас тенӗ. Ӳсекен ӑрӑва илӗртекен хула илемне вӗсем яла кӳрме шутланӑ. Ӗҫе вара тирпей, илем кӳрессинчен пуҫланӑ, хӑйсен кил-ҫурт таврашӗнчи картиша тивӗҫлӗ сӑн кӗртессипе ӑмӑртса ӗҫе тытӑннӑ. Ятарлӑ пӗлӳ ҫук пулсан та тӑван яла илем кӳрессипе ҫунатланнӑ хастарлӑ ял-йыш тӑрӑшсах ӗҫлет.
Уйрӑмах хӑйне майлӑ пултаруллӑхпа Кивӗ Эйпӗҫре Владимир Поляков палӑрать. Унӑн картишӗнче алӑпа ӑсталаннӑ чӗрчунсен тӗнчи вырнаҫнӑ.
Юлашки 7 ҫулта ял-йыш кану вырӑнӗсене йӗркелессипе те хастаррӑн ӗҫлет, Кивӗ Эйпӗҫ таврашӗнче паянхи кун 8 парк вырнаҫнӑ. Уйрӑмах пӗр паркӗ юратакан мӑшӑрсене илӗртет, ҫавӑнпа та ӑна «Ҫамрӑклӑх» ята панӑ.
— Уйрӑмах каҫ-кӳлӗм вӑхӑтӗнче ҫутӑлнӑ хунарсемпе, шавлакан пӗрхӗнчӗк ял таврашне илемлетет, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Кивӗ Эйпӗҫре пурӑнакан Марина Лебедева.
ҪУР | 20 |
«Сӑрҫум» заповедник ӗҫченӗсем Сӑр шывӗ тӑрӑх турист ҫулне уҫнӑ. Маршрут Сӑр урлӑ Явлей ялӗ ҫывӑхӗнче хывнӑ автоҫул кӗперӗ патӗнчен тытӑнса Кнеҫ ярӗ текен вырӑн патне ҫитет.
Маршрута уҫнӑ кун чарӑнса тӑмалли вырӑнсене тата ӗҫмелли шыв тӗлне палӑртнӑ. Илемлӗ вырӑнӗсем ҫав тӑрӑхра нумай-мӗн-ха, анчах ӗҫмелли шыв енчен вара хӗсӗкреххине палӑртнӑ. Маршрут тӑхӑр хутлӑ ҫӳллӗш ҫуртпа тан чӑнкӑ ҫыран патӗнче вӗҫленет. Унӑн тӑршшӗ 2 ҫухрӑма яхӑн-мӗн.
Сӑнсем (3)
Агрономсем кӗрхисен тухӑҫӗ ҫуртрисенчен аванрах пулнине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнах вӗсем тӗш тырӑна кӗркунне ытларах акса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта, паллах, ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлани те витӗм кӳрет.
Улатӑр районӗнчи икӗ хуҫалӑхра — «Магадан» тата «Новь» обществӑсенче — кӗрхисене акма тытӑннӑ. Хирте пӗр сеялкӑллӑ тӑватӑ агрегат ӗҫлет-мӗн. Паянхи кун тӗлне вӗсем 55 гектара ҫитнӗ. Районӗпе пурӗ 5600 гектар акмалла.
Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳссе пырать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Regnum хыпар агентстви Чӑвашстат хыпарланине тӗпе хурса.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫ укҫи парӑмӗ республикӑра 7,0 миллион тенке ҫитнӗ иккен, ку вӑл иртнӗ ҫулхи ҫав кунхипе пӑхсан 2,2 миллион тенкӗ нумайрах иккен. Пӗчӗк усламҫӑсем епле ӗҫленине калама йывӑр — ӗҫ укҫипе ҫавӑн чухлӗ парӑм пухса янисен шутне статистсем вӗсене кӗртмен. Ял хуҫалӑхӗ, сунар тата вӑрман хатӗрлес енӗпе тӑрӑшакан предприятисем вара вӑхӑтра татӑлманни пулкалать-мӗн. Маларах каланӑ парӑмран 58,4 проценчӗ шӑпах ҫавсене тивет те иккен. Тепӗр чӗрӗк пайӗ электроэнергетика предприятийӗсен тӳпи.
Ӗҫ укҫипе парӑма кӗменнисен шутӗнче — 17 районпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисем. Вӑхӑтра татӑлманнисен списокне 3,9 миллион тенкӗ пухса янӑ Муркаш районӗнчи предприятисем тата 1,7 миллионлӑ улатӑрсем кӗнӗ.
«Инкекпе синкек хушши пӗр утӑм анчах», — халӑхра ҫак каларӑш ахальтен мар ҫӳрет. Пӗр чарсӑр ҫынна ӳпкелеме тытӑнсан ват кинемей инкек тухасси ҫинчен мар шутланӑ ӗнтӗ. Йӗркипе каласа парар-ха.
Акан 10-мӗшӗнче, вӑхӑт ҫурҫӗрелле шунӑ чухне Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче 31 ҫулхи арҫын тип ҫу ыйтма хӑй паллакан 73 ҫулхи ват ҫын патне уттарнӑ. Хӑй вара унччен самай «хӗренкеленнӗ». Кинемей арҫына ҫупа тивӗҫтерме хирӗҫ пулман, анчах та каҫхи хӑнана вӑл ниҫта ӗҫлеменнишӗн, стакан тип ҫу туянма та укҫа ӗҫлесе илме пултарманнишӗн ӳпкелеме тытӑннӑ.
Сыпкаланӑ арҫынна ват ҫын сӑмахӗсем кӑмала кайман пулас. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле ялан чиксе ҫӳренӗ ҫӗҫҫе илнӗ те карчӑка сахалтан та 22 хутччен мӑйран, кӑкӑртан чышнӑ. Ват ҫынна нумай кирлӗ мар — вӑл ҫавӑнтах вилсе выртнӑ.
Ҫак тискер ӗҫ-пуҫшӑн вӗлерекене суд йышӑнӑвӗпе 10 ҫуллӑх тата хушма 1 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатмалла тунӑ.
Шӑп та ҫакӑн чухлӗ тупра уйӑрма палӑртнӑ кӑҫал Улатӑр районӗнче. Кун пирки район администрацийӗнче ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ.
Мероприятие ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ Енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ комисси йӗркеленӗ. Анлӑ ларӑва ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе специалисчӗсене, район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗсене те йыхравланӑ. Район администрацийӗ Хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланинче ҫул-йӗр ҫинчи инкексем тӗлӗшпе лару-тӑру епле иккенне асӑнман та, цифрӑсем тата тӗслӗхсем илсе параймӑпӑр. «Канашлура пӑхса тухнӑ мӗнпур темӑна анлӑн сҫтсе явнӑ», — тесе хыпарланӑ унта. Шкулсем патӗнчи, халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенчи тӑрӑм пирки ыйту уйрӑмах нумай ҫуралнӑ-мӗн. Ҫул-йӗр паллисене, выртакан «полицейскисене» тата ытти ҫавӑн йышши ӗҫе йӗркелеме 800 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Сӑнсем (5)
Улатӑр районӗнче пурӑнакан хӑш-пӗр хӗрсен ҫемьеллӗ пулас кӑмӑлӗ ытла та вӑйлӑ пулнӑ-тӑр ҫав. ЗАГСра хӑвӑртрах ҫырӑнтарччӑр тесе вӗсем тухтӑр патне справка патне кайнӑ. Кун пек тӗслӗх пӗрре 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ, тепри — кӑҫалхи ака уйӑхӗнче. Качча кайма васкакан хӗрсене тав сӑмахӗлле кӑна ҫырса паман-ха вӑл справкӑна, укҫалла. Анчах вӗрен темле явӑнсан та вӗҫӗ пулатех тенӗ евӗр, гинеколог ҫапла хӑтланни кӗҫех ҫиеле тухать.
Халӗ суя справкӑсем ҫырса панӑ тухтӑра 25 пин тенкӗлӗх штрафлама тата сиплев ӗҫӗпе икӗ ҫул ӗҫлеме чарнӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-мӗн-ха.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене пӳрт лартма, хушма хуҫалӑха аталантарма е дача валли усӑ курма ҫӗр панине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Чӑваш Енре паян ҫак ӗҫ малалла пырать.
Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне ҫӗр лаптӑкӗ илес текен 3 370 ҫемье черете тӑнӑ. Ун пеккисем пысӑк хуласенче уйрӑмах йышлӑ. Сӑмахран, Шупашкарта 1 209 ҫын черете тӑнӑ. Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне илсен, ҫӗрлӗ пулас текенсенчен 1 284-шӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсенче ҫӗр илме ирӗк тата кӑмӑл пур ҫемьесене кашнинех валеҫсе тухнӑ. Ыйтӑва Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне район территорийӗсенче те татса пыраҫҫӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар тата Канаш хулисенче ку енпе йывӑртарах. Кунта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗп йывӑрлӑх — ҫӗр ҫитменнинче.
Хушма хуҫалӑха аталантарма тесе ҫӑмӑллӑхлӑ кредит парассине ҫӗршывра агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвӗ пирки калакан наци проектне йышӑннӑ хыҫҫӑн тытӑнчӗҫ. Банкран илекен ахаль кредитпа танлаштарсан, унӑн процент ставкине субсидиленӗ май, процентне сахалтарах тӳлемелле. Шӑпах ҫакӑ илӗртет те ҫынсене. Ара, курттӑм укҫа пур чухне те тупаймастӑн-ҫке. Кун пек вара харӑс илсе пӗчӗккӗн татса пыма пулать.
Улатӑр районӗнче пурӑнакансем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫӑмӑллӑхлӑ условипе паракан кивҫене 56,5 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Чуварлей, Атрать, Ҫӗнӗ Энтриел, Ҫӗнӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем уйрӑмах хастар-мӗн. Кивҫене кам выльӑх-чӗрлӗх хуралтисене юсаса ҫӗнетме, кам выльӑх-чӗрлӗх туянма тӑкаклать.
Патшалӑх тата умниципалитет пулӑшӑвне илес тесен вырӑнти вулавӑшсене ҫул тытмалла. Кун пирки Пӑрачкав район администрацийӗ хыпарлать.
Ҫак енӗпе халӑха «пӗр чӳрече» текен меслетпе пулӑшу кӳрессине унччен Мишуково, Никулино, Сиява, Сыреҫ вулавӑшӗсенче йӗркеленӗ пулнӑ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен вара Анастасово, Кудеиха, Напольное ялӗсенчи вулавӑшсенче ӗҫлеттерсе янӑ. Асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗсене ӗҫе хӑнӑхтарма ака уйӑхӗнче ятарлӑ вӗрентӳ йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче вара районти тӗп вулавӑшра ҫакӑн пеккине тепре йӗркеленӗ. Унта Пӑрачкав, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенчи нумай функциллӗ центрсенче ӗҫлеме хатӗрленекенсене ӗҫ йӗркине хӑнӑхтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |